Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.04.29 Интервью управляющего Отделение Пенсионного фонда РФ по Чувашской Республике о пенсионном обеспечении участников ВОВ и выплатах ветеранам войны к 70-летию Победы.

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://shumer.cap.ru/

Кĕçех Çĕнтерÿ кунĕ çитет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа 25 пине яхăн вăрçă ветеранĕ Раççей Президенчĕн саламлă   çырăвĕсене тата пĕр хут тÿлев илĕç. Кун çинчен вулакансене Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна Кондратьева каласа парать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе вăрçă ветеранĕсене тÿлевпе тивĕçтерме палăртнă. Республикăра ку ĕçе мĕнле йĕркеленĕ;

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн февралĕн 26-мĕшĕнчи 100-мĕш номерлĕ Указĕпе  килĕшÿллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа ветерансене пĕр хут укçа тÿлевĕ пама йышăннă.

Укçа-тенкĕне банксене куçарса панă ĕнтĕ. Банкра пенси илекенсем тÿлеве  кайса илме пултараççĕ. Почтă урлă илекенсем -  тÿлеве пенсипе пĕрле илеççĕ. Военкомат, шалти ĕçсен министерстви, прокуратура тата ытти çар пенсионерĕсем тÿлеве хăйсен ведомстви урлă илеççĕ.

   Ку тÿлеве камсем илме тивĕç;

Указпа килĕшÿллĕн 7 пин тенкĕ илме  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем тивĕç - республикăра вĕсем 1,5 пин çын. Çавăн пек виçепех 5,6 пин вăрçăра е кайран вилнĕ вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсемпе упăшкисем тата   «Блокадăри Ленинградра пурăннă çынна» паллăпа наградăланă  50 ветеран илет. Концлагерьсен узникĕсен тÿлев виçи тĕрлĕрен -  çул çитмен çамрăк узник пулнисен тÿлев 7 пин тенкĕпе танлашать, çул çитнисен – 3 пин тенкĕпе. Республикăра  çул çитмен узник пулнă çын шучĕ 81,  çул çитнĕ узник пулнă çын республикăра пĕр çын. 

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ çынсем е вăрçă вăхăтĕнче тылра 6 уйăхран кая мар ĕçленисем  3 пин тенкĕ илме тивĕç. Республикăра тыл ĕçченĕсем  16,8 пин  çын.

Енчен те çын тыл ĕçченĕ те вăрçă участникĕн тăлăх арăмĕ те пулсан вăл мĕнле  тÿлев илме тивĕç;

Ветеранăн икĕ йĕркепе тÿлев илме ирĕк пур пулсан, ăна чи тупăшлă виçепе тÿлеççĕ. Ăна заявленисĕрех  Пенси фонтĕнчи  докуменсене тĕпе хурса  суйласа илеççĕ.

 Кунта çакна каласа хăвармалла. Енчен те ветерантÿлеве илме ирĕк паракан  удостоверенине Пенси фондне çитермен пулсан, çитес вăхăтра кайса пама  сĕнетпĕр – ăна списока кĕртсе тÿлевпе тивĕçтерĕпĕр.  Уйрăмах ку нумаях пулмасть вилнĕ вăрçă участникĕсен арăмсене пырса тивет.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсене Пенси фончĕ мĕнле тÿлевсемпе тивĕçтерет; 

Патшалăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсентупăшне ÿстерессине пысăк вырăна хурать. Саккунпа килĕшÿллĕн вĕсем икĕ пенси илеççĕ – страховани тата патшалăх пенсийĕ. Кăçал  февральтен  страховани пенсийĕсене  11,4 процент тата апрель уйăхĕнчен  патшалăх  пенсийĕсене 10,3 процент ÿстернĕ хыççăн вĕсен икĕ  пенсийĕн  вăтам  виçи  28,7 пин  тенке çитрĕ.

Унсăр пуçне вăрçă ветеранĕсем федераллă çăмăллăх илекенсем шутланаççĕ. Вĕсене тÿлекен уйăхри укçа апрельтен 5,5 процент ÿснĕ хыççăн 3551 тенкпе танлашрĕ, социаллă пулăшăвăн пуххин виçи  930 тенке çитрĕ.

Тата  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсене 2005-мĕш çултанпа 1 пин тенкĕ хушма тÿлевпе тивĕçтеретпĕр. 

 

 

Ветерансене Раççей Президенчĕн саламлă çырăвĕсене  çитерессине мĕнле йĕркеленĕ;

Эпир пĕтĕм Раççейри ветерансем çинчен информаци базин республикăри сегментне актуаллă тытса тăратпăр. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлă çыру хатĕрлеме информацине кашни çулах Раççей Президенчĕн администрацине ярса паратпăр. Кăçал пирĕн республикăра 25 пине яхăн ветеран уяв ячĕпе салам илĕ. Çырусене хатĕрлесе  республикăна илсе килнĕ ĕнтĕ – майăн 2-мĕшĕнчен вĕсене Раççей почти çитерме тытăнать. Кашни саламлă çыру ветеран патне çитмелле. 

Эпĕ Раççей Пенси фончĕн ячĕпе ветерансене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп! Вĕсене сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатăп!

 

Раççей Пенси фончĕн Чăваш

Республикинчи уйрăмĕн

пресс-служби хатĕрленĕ

 
  
 
 
 
   
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
Система управления контентом
429122, г.Шумерля, ул.Октябрьская, д.24
Телефон: 8(83536) 2-13-15
Факс: 8(83536) 2-29-59
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика